Шупашкар районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын Кӳкеҫре вырнаҫнӑ поликлиникӑпа стационар территорине таксистсене кӗртменшӗн пӑшӑрханнине халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Тӗрӗсрех каласан, таксистсене кӗртеҫҫӗ-ха, ҫуран пулсан. Автомобильсене вара чараҫҫӗ.
Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑнтӑрлахи стационарта сипленет. Ирпе тата каҫпа ӑна капельница лартаҫҫӗ. Анчах хӗрарӑм-хуралҫӑ таксие шлагбаумран ирттермест иккен. «Мӗншӗн манӑн сивӗре урама тухмалла? Енчен эпӗ хама япӑх туятӑп пулсан...», — тенӗ арҫын.
Район больницин администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сывлӑх сиплев учрежденийӗн территорине ятарлӑ транспорта ҫеҫ кӗртме пӑхса хӑварнӑ. Ҫитменнине халӗ тата терроризмпа ҫыхӑннӑ хӑрушсӑрлӑх мерисене те пӑхӑнма тивет.
Шупашкар районӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче пурӑнакан Вячеслав Федорова икӗ эрне шыраҫҫӗ. 59 ҫулти арҫын килтен нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ҫав кун мӗн тӑхӑнни, ӑҫталла кайни паллӑ мар.
Вячеслав Валентинович 175 сантиметр ҫӳллӗш, ырханскер. Куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫутӑ тӗслӗ.
Ҫак арҫын пирки мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Турикасси ялӗнче пӗр хуҫалӑхра пушар пулнӑ. Ӑна пула хуҫисем мунчасӑр тӑрса юлнӑ. Ҫулӑм кӳршӗ хуҫалӑх тӑррине, сарайне сиенлетнӗ.
Кил хуҫалӑхӗнче пушарта пилӗк чӑх, виҫӗ сурӑх тата пӗр качака вилнӗ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухни паллӑ мар, ӑна уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫак инкек мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине те шутлаҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 144 пушар пулнӑ, вӗсенче 17 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти арҫын дачӑра хӑйӗн кӳршине вӗлернӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем тӳрех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ, пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗнчи суда ярса панӑ.
Ҫуллахи ҫав кун 51 ҫулти тата 65 ҫулти икӗ арҫын, кӳршӗсем, Шупашкар районӗнчи сад юлташлӑхӗсенчен пӗринче эрех ӗҫнӗ. Унтан иккӗшӗн хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ҫамрӑкки аслӑраххине тапса ҫапса пӗтернӗ. Ӑҫтан май килет, ҫавӑнтан.
Йывӑр суранланнӑ арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ.
Пушкӑртстанра пурӑнакансем чӑваш спектакльне кураҫҫӗ. Унти Суук-Чишма ялӗнчи культура ҫуртӗнче «Ӗмӗт» чӑваш театрӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӑл
Владислав Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» пьеси тӑрӑх спектакль лартса унпа коллектив халӑх театрӗ ята хӳтӗленӗ.
Пьеса авторӗ, Шупашкар районӗнчи Апашра пурӑнакан Владислав Кириллов халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театр режиссёрӗ — О. Андреева. Спектакльте салтака ӑсатнине «Шевле» чӑваш фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — С. Матвеева) кӑтартнӑ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче ӗҫленӗ арҫын муниципалитет ҫӗрӗпе хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ. Халӗ ҫав этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2015–2016 ҫулсенче ял тӑрӑхӗн харпӑрлӑхӗнчи икӗ лаптӑк ҫӗре аукцион ирттермесӗр йӳнӗ хакпа хӑйӗн пӗлӗшне тата тӑванне сутнӑҫи тунӑ. Кайран ҫав лаптӑкран пӗрне 2021 ҫулта сутса янӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ҫав ҫын хыснана 3 миллион та 378 пин тенкӗлӗх тӑкак кунӗ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе район судне ярса панӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ шкула паллӑ ентешсен ятне панӑ.
Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ паллӑ чӑваш композиторӗ Герман Лебедев ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Сӗнтӗрвӑрринчи ҫавӑн пек шкул Анатолий Тогаев музыка ӗҫченӗ тата композтор ячӗпе хисепленсе тӑма тытӑннӑ. Анатолий Тогаев асӑннӑ районти Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ача-пӑча ӳнер шкулӗ Олимпиада Агакова ячӗпе хисепленсе тӑрать. Олимпиада Агакова — паллӑ юрӑҫ тата педагог, Чӑваш АССР тава тивӗҫӗ артистки.
Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ Герман Лебедев композитор ячӗпе хисепленсе тӑрӗ.
Герман Лебедев — паллӑ чӑваш композиторӗ, хор дирижёрӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
«Вӗренӳ учрежденийӗ кӑҫал 50 ҫул тултарать. Шкула паллӑ ентеш ятне пани пысӑк чыс. Ҫитменнине тата кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пирӗн республика Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине уявлӗ», — хавхаланса палӑртнӑ шкул директорӗ Людмила Абдулкина.
Герман Лебедев Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш поэчӗсен сӑввисемпе 400-е яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл — симфони оркестрӗ валли ҫырнӑ инструмент хайлавӗсен, 13 вокалпа хореографи сюитин авторӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине Шупашкар районӗнчи Анатри Макаҫ ялӗнчи насос станцийӗнче сигнализаци ӗҫлеме пуҫланӑ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсемпе пӗрле – овчарка та.
Ингул ятлӑ йытӑ станцие кӗме хӑтланнӑ ҫын йӗрӗ ҫине ӳкнӗ, пӗр ҫухрӑм кайса ун патне илсе ҫитернӗ. Ҫапла йӗрке хуралҫисем Кӳлӗ урамӗнче пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ патне ҫитсе тӑнӑ.
Каччӑ 43 ҫулти пӗлӗшӗпе станцие кӗме хӑтланни пирки каласа кӑтартнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Виҫӗмкун, юрҫӳрен ҫине утлантӑм та, хам тӑвансем патне, Хурӑнлӑх ялне, хӑнана кайса килтӗм. Хурӑнлӑха илес пулсан ку ят маншӑн темле искусственнӑй ят пек. Эп вӑл яла Попой теме хӑнӑхнӑ та, официаллӑ ята ниепле те хӑнӑхаймастӑп. Мӗн ачаранах Попой тесе те, Хурӑнлӑх теме йывӑртарах. Апла-и, капла-и, ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн канас тӗллевпе тӑвансем патне ҫул тытрӑм.
Тарас Коли теҫҫӗ ӑна ялта. Ятсӑр-сумсӑр теме пултараймастӑп. Тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ. Пирӗн таврари чи малтан ӑсталанӑ мини-тракторсене илес пулсан, ун ятне асӑнмасӑр май ҫук. Ал-ури ҫыпӑҫать теҫҫӗ ун пек ҫынсем пирки. Пӗрре кӑна мар, виҫӗ мини-трактор пуҫтарнӑ вӑл. Унсӑр пуҫне пӗрре юрҫӳрен те пуҫтарса пӑхнӑ, анчах конструкци ӑнӑҫлах пулманран вӗҫне ҫитермен. «Тапратса тухрӑм та пӗрле ӗҫлекенсем пурте сиксе тухрӗҫ», — каласа пачӗ пӗррехинче. Йӗлтӗрӗсене кирлӗ пек туманран ӗнтӗ, шел те, юрҫӳрене итлеттереймен. Вара алӑ сулнӑ. Калас пулать, вӑл вӑхӑтра хальхи пек кашни ялта 2-4-шар юрҫӳрен пулман…
Ачи-пӑчисем пурте ҫитӗнсе ҫитнӗ. Кашнин хулара хваттер пур пулин те ашшӗ-амӑшӗ патне яла кашни кун тенӗ пекех ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |